Юр — Ҫумӑр

 

575Пӑр ҫине пӳрт лартса нумай пурнаймӑн, тип ҫӗре лартсан пӳрчӗ ҫӗреччен пурнӑн теҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
576Пӑр ҫӳхе пулсан путса анасси час пулать.Юр — Ҫумӑр
577Пӑр хытӑ шӑнмасӑр шартлатмасть.Юр — Ҫумӑр
578Пӑр шӑнтмасӑр юр лармасть.Юр — Ҫумӑр
579Пӑр яка та, никӗс тума юрамасть.Юр — Ҫумӑр
580Пӑр якашне шанма ҫук.Юр — Ҫумӑр
581Пӗр кӗреҫе юр кӗриччен виҫ кӗреҫе тусан кӗтӗр.Юр — Ҫумӑр
594Ҫӑмӑрӗ: «Эп ҫӗр витӗр каяп, — тесе калать тет; тӑманӗ: «Эп йӗп ҫӑрти витӗр кӗреп», — тесе калать тет.Юр — Ҫумӑр
582Ҫумӑр айне пулнӑ ҫын сывлӑшран хӑрамасть.Юр — Ҫумӑр
583Ҫумӑр йӗпетет, хуйхӑ типӗтет.Юр — Ҫумӑр
584Ҫумӑр йӗпетсен те хӗвел типӗтет теҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
585Ҫумӑр сунчӑкран хӑрамасть.Юр — Ҫумӑр
586Ҫумӑр ҫусан курӑк тапранать тет.Юр — Ҫумӑр
587Ҫумӑр та ҫусан-ҫусан чарӑнать.Юр — Ҫумӑр
588Ҫумӑр умӗн шӑм-шак йӑвӑрланать.Юр — Ҫумӑр
589Ҫумӑр умӗн ыйхӑ пусать.Юр — Ҫумӑр
590Ҫумӑр хыҫҫӑн сунчӑк кирлӗ мар.Юр — Ҫумӑр
591Ҫумӑр чукмар мар, пилӗкрен ҫапса хуҫас ҫук.Юр — Ҫумӑр
592Ҫумӑра хирӗҫ тӑракан лаша ҫунатлӑ.Юр — Ҫумӑр
593Ҫумӑрӗ пулсан кӑмпасем те шӑтӗҫ.Юр — Ҫумӑр
595Ҫумӑрпа йӗпенни хӗвелпе типет.Юр — Ҫумӑр
596Ҫумӑрта кайӑк та шеп ларать.Юр — Ҫумӑр
597Ҫумӑртан тарса шыва сикмеҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
598Юр ирӗлсе пӗтсен те пӑр юлать.Юр — Ҫумӑр
599Юр йӗп куҫӗ пек шӑтӑкран пӗр пасма кӗрет теҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
600Юр кайсан шӑпчӑк та юрӑ пуҫлать.Юр — Ҫумӑр
602Юр нумай та, ҫапах ирӗлсе пӗтет.Юр — Ҫумӑр
601Юр нумай та, ҫапах ҫуллана юлмасть.Юр — Ҫумӑр
603Юр пӗтсен йӗр ҫӗтет.Юр — Ҫумӑр
604Юр пуҫне юр ҫиет.Юр — Ҫумӑр
605Юр ҫинче ӑшши ан шыра.Юр — Ҫумӑр
606Юр ҫинче кӑмпа ан шыра теҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
607Юр ҫинче юмах калаҫҫӗ, ҫумӑр ҫунипе тырӑ акаҫҫӗ.Юр — Ҫумӑр
608Юр ҫинче юрла, курӑк ҫинче тарла.Юр — Ҫумӑр
609Юр ҫинчи йӗр юр ирӗличчен.Юр — Ҫумӑр
610Юр ҫумӑра: «Суккӑр», — тесе мӑшкӑллать тет.Юр — Ҫумӑр
611Юр ҫунӑ чух ӑшӑтать, юр кайнӑ чух сивӗтет.Юр — Ҫумӑр
612Юр ҫусан кутсене хӗсет.Юр — Ҫумӑр
613Юр ҫусан юрлӑ ҫынна хӗн килет.Юр — Ҫумӑр
614Юр ӳксен мулкач та шурӑ, юр кайсан — сӑрӑ.Юр — Ҫумӑр
615Юр шуратать, шыв тасатать.Юр — Ҫумӑр
616Юр шурӑ та, ҫиме юрамасть.Юр — Ҫумӑр
617Юр шурӑ та, чуна сивӗ.Юр — Ҫумӑр
618Юр шурӑ та, юрма юрма юрамасть.Юр — Ҫумӑр
619Юрлӑ-пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвать, хура чӗкеҫ тулта ларать.Юр — Ҫумӑр
620Юрпа ҫӑвӑнсан ҫич ҫул кайман хура та кайнӑ тет.Юр — Ҫумӑр